Вăхăт çитсен аслă классенче вĕренекен хăйĕн пурнăçĕнче тĕп йышăну тăвать – пулас профессине суйласа илет. Çакăн пек чухне профориентаци ĕçĕсем ирттерни питĕ вырăнлă.
Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Ĕпхÿри юридици институчĕн курсанчĕ Екатерина Николаева Федоровка районĕнчи Урал (Новоселка) шкулĕнче 8-10 классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу йĕркелерĕ. Вăл ачасене хăй вĕренекен аслă шкулти факультетсемпе‚ специальноçсемпе‚ документсене памалли йĕркепе‚ вăхăчĕпе паллаштарчĕ. Студент пурнăçĕн кăсăк саманчĕсем çинчен каласа пачĕ‚ аслă классенче вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Хăйĕн сăмахне видеороликсем кăтартса çирĕплетрĕ.
Çакăн йышши мероприятисем пулас абитуриентсене республикăри вĕрентÿ заведенисене явăçтарма‚ вĕсем çинчен тулли информаци илме‚ пулас профессие ăнланса суйласа илме май параççĕ.
Урал шкулĕнчи директорăн çумĕ.