Новости
12 Февраля 2020, 06:55

РФ Патшалăх Думи амăш капиталĕ программăна анлăлатать

Патшалăх Думинче ача амăшĕн капиталĕн программине анлăлатассипе çыхăннă хушса çырас (поправки) ĕç пуçланă. Кун çинчен çемье‚ хĕрарăмсен тата ачасен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Тамара Плетнева пĕлтернĕ.

- Тÿрлетÿсем çитрĕç‚ ĕç пырать‚ – тенĕ Т. Плетнева. – Депутатсем вĕсене февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче сÿтсе явĕç.
Астутарасшăн‚ Раççей Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Уçă çырура амăш капиталĕн программине 2026 çул вĕçĕччен тăсма‚ пĕрремĕш ача çуралсассăнах сертификат пама тата икĕ ачаллă çемьесемшĕн тÿлеве ÿстермелли çинчен каланăччĕ.
Хушса çырнисем чи малтан амăш капиталĕ программăн вăхăтне 2026 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăснине‚ тÿлев укçине кашни çул индексацилессине çирĕплетĕç. 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьесенче çуралнă е усрава илнĕ пĕрремĕш ачашăн амăш капиталне тÿлеме пуçлĕç. Унăн хисепĕ 466 пин те 617 тенкĕпе танлашать. Çемьере иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан е усрава илекен ачашăн 616 пин те 617 тенкĕ парĕç.
Читайте нас