Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн 2020, 18:23

Студентсемпе шкул ачисем пĕр чĕлхе тупрĕç

Çак кунсенче пурнăçра йывăрлăхсем килсе тухсан пулăшма хатĕр ырă çынсен (волонтерсем) «Мирас» ушкăнĕ Авăркас районне килсе çитрĕ.

Çак кунсенче пурнăçра йывăрлăхсем килсе тухсан пулăшма хатĕр ырă çынсен (волонтерсем) «Мирас» ушкăнĕ Авăркас районне килсе çитрĕ.
Январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсем пирĕн Çĕньял шкулĕнче пулчĕç. Хăнасем Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчен килнĕ. Ушкăнра вун виçĕ студент. Ĕпхÿ хăнисем шкула килсе çитсен пирĕн шкулти учительсемпе паллашрĕç.Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем хăйсем çинчен ачасене каласа пачĕç. Вĕренекенсене аслă шкула вĕренме пыма сĕнчĕç. Университетран темиçе тĕрлĕ профессине вĕренекенсем килнĕччĕ. Кашни хăйĕн профессийĕпе паллаштарчĕ. Ыйту-хурав шайĕнчи калаçусем иртнĕ хыççăн студентсем аслă класри ачасемпе волейболла вылярĕç, кĕçĕн классенче пултарулăх ĕçĕсене кăтартрĕç. Спорт ăмăртăвĕнче пирĕн вĕренекенсем студентсене çĕнтерме пултарчĕç. Республикăн тĕп хулинчен килнĕ çамрăк ушкăн пирĕн шкул таврашĕнче юр тасатма та ĕлкĕрчĕ. Уроксем пĕтнĕ хыççăн студентсем Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа пысăк концерт кăтартрĕç. Концерт вĕçленсен вĕсене пирĕн шкул директорĕ Н.М. Глухов Хисеп хучĕсем парса тав турĕ. Студентсем пирĕн шкулти вĕренекенсене пурне те килĕшрĕç. Çапла вара вĕсем пирĕн патран кÿршĕ ялсене кайма çула тухрĕç.
Ольга НИКИТИНА.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.
Читайте нас