Крым Республикинче пурăнакан улталаннă пайçăсене (хваттер туянас тесе укçа хывнисене) компенсаци тÿлемешкĕн пĕр миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çакăн йышши хушăва Раççей Федерацийĕн Правительствине РФ Президенчĕ Владимир Путин панă. Кун пирки журналистсене Крым Республикин Пуçлăхĕ Сергей Аксенов пĕлтернĕ.
- Президент правительствăна сăмах вĕççĕн хушу панă. Крым Республикине 1 миллиарда яхăн тенкĕ нухратпа тивĕçтермелле. Эпĕ те çынсене шантартăм, вĕсем 214№ саккуна (улталаннă пайçăсене пырса тивет) лекмеççĕ пулсан та. Ултавçăсене явап тыттарма пуçланă, анчах уголовлă ĕçсем халĕ те вĕçленмен-ха, - паллаштарнă лару-тăрупа республика пуçлăхĕ.
Аксенов çак ыйтăва çывăх вăхăтра татса парасси пирки шантарнă.
- Çынсене пулăшу кирлĕ. Кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче çак ыйтăва вĕçне-хĕрне çитерĕпĕр. Çакăн пирки эпĕ асăннă ыйтупа ĕçлекен РФ Правительствин вице-премьерĕпе Марат Шакирзянович Хуснуллинпа та калаçрăм. Çавăнпа та Крым Республикипе çыхăннă ыйтăва татса парăпăр, - палăртнă вăл.
Маларах Крым правительстви Ялта тата Алушта хулисенче никамран ыйтмасăр, пайçăсен укçи-тенкипе, 40 строительство объекчĕ хăпартни çинчен пĕлтернĕ. Тÿрĕ мар кăмăллă, ултавçă çынсене пула Крымра 1,5 пин çын инкеке лекнĕ.