Пур хыпар та
Новости
14 Нарӑсӑн 2020, 17:20

Хĕрарăм автомобиль выляса илнĕ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Вера Стоянова тăтăшах патшалăх ирттерекен лоторея вылявĕсене хутшăнса хăйĕн телейне шыранă. Хальхинче те пĕр предприятинче кадрсен пайĕн ертÿçи пулса ĕçлекен хĕрарăм эрнекун каçхине киоскра лоторея билечĕ туяннă. Выляв тĕреслевĕ çывăх вăхăтра иртмелле пулнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Вера Стоянова тăтăшах патшалăх ирттерекен лоторея вылявĕсене хутшăнса хăйĕн телейне шыранă. Хальхинче те пĕр предприятинче кадрсен пайĕн ертÿçи пулса ĕçлекен хĕрарăм эрнекун каçхине киоскра лоторея билечĕ туяннă. Выляв тĕреслевĕ çывăх вăхăтра иртмелле пулнă.
Малтанах Вера телевизор пăхнă май хăй 700 пин тăракан автомобиль хуçи пулса тăнине ăнланса та илеймен. Тĕп хула çынни киоскри сутăçă патне çитме васканă. Лешĕ вара ăна унăн аллинчи лотерея билечĕ телейлĕ пунине пĕлтерсе саламланă.
- Выляса илесси пирки шутламан та. Ку пулăм маншăн юбилейлă çул хăйне евĕр парне пулчĕ,- тесе пĕлтернĕ телейлĕ хĕрарăм хăйĕн саванăçне пытармасăр.
Автомобиль вырăнне Вера Стоянова укçан илме кăмăл тунă, ăна вара вăл хĕрне парнелĕ.
Читайте нас