Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2020, 12:35

Наци музейĕнче Минигали Шаймуратова халалласа экспозици уçĕç

Эпир маларах 2020 çул Раççейре Асăнупа мухтав çулталăкĕ пулнине палăртса хăварнăччĕ. Çавăнпа республикăра Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалланă мероприятисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Культура министерствин коллеги ларăвĕнче ПР Наци музейĕн директорĕ Марат Зулькарнаев Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă ятпа регионта мĕнле проектсем пурнăçа кĕрессипе паллаштарнă.

Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ Наци музейĕнче 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн пĕрремĕш командирне‚ паллă генерал-майора Минигали Шаймуратова халалласа уйрăм экспозици уçма палăртаççĕ.
- Хальхи вăхăтра ПР Наци музейĕн специалисчĕсем «Минигали Мингазович Шаймуратов генерал» выставка проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Вăл куçса çÿрекен курав пулĕ. Экземплярсемпе кашни муниципаллă пĕрлĕхсене тивĕçтерĕç‚ – тенĕ Марат Зулькарнаев.
Март уйăхĕн 18-мĕшĕнче ПР Наци музей лапамĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалласа «Пушкăртстан Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче» республика шайĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртĕ.
Çулталăк хушшинче Наци музейĕнче «Çĕршывăн паттăрĕсене халалласа» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ‚ республикăри историпе краеведени музейĕсенче «Çĕнтерÿ-75» республикăри музейсем хушшинче выставка проектне йĕркелĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас