Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн 2020, 11:45

55 вĕрентекен 1 млн тенкĕ илĕç

Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă пухăва янă Уçă çырура «Ял тухтăрĕ» евĕр ялсемпе пĕчĕк хуласенче ĕçлекен педагогсем валли «Ял учителĕ» программа хута яма сĕннĕччĕ.

Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă пухăва янă Уçă çырура «Ял тухтăрĕ» евĕр ялсемпе пĕчĕк хуласенче ĕçлекен педагогсем валли «Ял учителĕ» программа хута яма сĕннĕччĕ.
Кăçал çак программăпа килĕшÿллĕн республикăри ялсемпе рабочи поселокĕсене‚ хула евĕр поселоксене тата пурăнакансен шучĕ 50 пин çынна çитеймен поселоксене ĕçлеме куçнă 55 вĕрентекен пĕр хутчен парăнакан компенсацие илме тивĕçнĕ. Компенсаци виçи 1 млн тенкĕпе танлашать.
Субсидие виçĕ çул хушши‚ 2020-2022çç‚ парĕç. Тÿлевсене декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен куçарĕç. Пĕр хутчен парăнакан компенсанци тÿлевĕсене тивĕçекен учительсене конкурс комиссийĕ суйласа илĕ.
Требованисен шутне çаксене кĕртмелле: вĕрентекенсем 50 çултан аслă пулмалла мар; тивĕçлĕ пĕлÿ илмелле; учительсен эрнери сехет шучĕ 18-тан сахал мар пулмалла; суйласа илнĕ шкулта 5 çул хушши ĕçлемелле.
Енчен те педагог куçма палăртнă вырăнтан 50 çухрăмра пурăнать е куçакан вырăн вĕрентекен пурăнакан муниципалитет территорине кĕрет пулсан‚ вăл конкурса хутшăнма пултараймасть.
Пушă ĕç вырăнĕсене ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин сайтĕнче тата «Ял учителĕ» федераллă программа порталĕнче пăхма пулать. Конкурса хутшăнас тесен программа порталĕнче заявка хăвармалла. Унсăр пуçне заявкăсене программăн регионти операторĕ‚ Пушкăртстанри Вĕрентÿ аталанăвăн институчĕ йышăнать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас