Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ĕпхÿре тата республикăри районсенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ иртĕ. Çак кун регионта пурăнакансем 6 чĕлхепе диктант çырма пултарĕç.
Диктант текстне Рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕн 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн пĕрремĕш командирĕ Минигали Шаймуратов паллă генерал-майор çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă.
Пушкăртстанри Халăхсен ассамблейин председателĕ‚ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Зугура Рахматуллина пĕлтернĕ тăрăх‚ темиçе миллион çын калаçакан чĕлхе çĕр çинчен çухалмĕ. Анчах 100 çултан ултă пин чĕлхерен виçĕ пин çеç тăрса юлĕ.
Раççейре пурăнакансем 270 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсенчен 136-шĕ - пĕтес хăрушлăхра‚ 49-шĕ çĕр çинчен çухаласси патне çитнĕ.
Пушкăртстанри вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин сăмахĕсĕм тăрăх‚ диктант çыртарнă çĕре наципе вырсарни шкулĕсене‚ педагогика колледжĕсене те явăçтарĕç.
Малашне тăван чĕлхепе çырмалли диктанта çулсерен ирттерме палăртаççĕ. Енчен те‚ чăвашсем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме кăмăл тăваççĕ пулсан‚ вĕсем февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче 12 сехет тĕлне Пушкăрт патшалăх университетне пымалла. Унта вырăс‚ чăваш тата удмурт чĕлхисемпе диктант çыртарĕç. Ытти халăхсем (пушкăртсемпе тутарсем тата марисем) вара М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетне пухăнмалла.
Тăван чĕлхе кунне халалланă вĕрентÿ акцине хутшăнас тесен‚ Наци чĕлхисен ресурс центрĕн сайтĕнче регистраци иртмелле.
Диктант пĕтĕмлетĕвĕсем март уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă пулĕç. Унта хутшăнакансем электронлă сертификата илме тивĕçĕç.
Ирида НОВИКОВА.