Новости
19 Февраля 2020, 08:20

Миякинчи сĕт заводне çĕнетĕç

Миякинчи сĕт завочĕ‚ январь уйăхĕнче пĕр вăхăтлăха чарăнса тăнă хыççăн‚ çĕнĕрен продукци кăларма тытăннă. Паянхи кун унта талăкне 6-7 тонна сĕтрен продукци хатĕрлеççĕ.

Миякинчи сĕт завочĕ‚ январь уйăхĕнче пĕр вăхăтлăха чарăнса тăнă хыççăн‚ çĕнĕрен продукци кăларма тытăннă. Паянхи кун унта талăкне 6-7 тонна сĕтрен продукци хатĕрлеççĕ. Çак хыпара правительствăри оперативлă канашлура ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов вице-премьер пĕлтернĕ. «Белое облако» брендпа çÿрекен завод продукцине 150 магазинта сутаççĕ. Çак эрнере вăл федераллă суту-илÿ сечĕсен сĕтелĕсем çинче пулĕ.
Çĕнĕ инвестор пулма вырăнти Ралис Махиянов предприниматель килĕшнĕ. Вăл «Мияки» СПОК хуçи тата ертÿçи пулнă май парăмсене тÿлесе татнă.
- Апрель уйăхĕнче завода çĕнетессипе тата çĕнĕ сĕт фермине хăпартассипе инвестици проектне хатĕрлесе çитерĕç‚ – тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Çулталăк хушшинче фермăра 30 пин тонна сĕт суса илме палăртаççĕ. Çĕнĕ инвестор январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Инвестици сехетĕнче» 150 млн тенкĕлĕх льготăллă кредит илме пулăшу ыйтнă. Çак укçа-тенкĕпе чĕр тавар туянма тата предприятие хута яма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра «Регион фончĕ» патшалăх инвестици компанийĕ асăннă пулăшăва виçĕ çуллăха парас ыйтăва тишкереççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас