«Продэкспо-2020» курава хутшăнни «Пушкăртстан спирчĕ» («Башспирт») акционерлă обществăшăн тухăçлă пулнă. Компани выставкăран темиçе медальпе тата тĕп наградăпа – Гран-припе – таврăннă. «Пушкăртстан спирчĕн» продукцийĕ журналистсен симпатийĕ парнине те тивĕçнĕ.
Ылтăн медальсене халăхсем юратакан (популярные бренды) пилĕк компани çĕнсе илнĕ тата икĕ медале иккĕмĕш вырăншăн тивĕçнĕ.
- Çынсем пĕрремĕш кунранах стендсен выставкинчи Пушкăртстан продукцийĕпе кăсăкланчĕç. Вĕсен хушшинче Раççейри пысăк компанисемпе тавара курттăм сутă тăвакан предприятисен представителĕсем‚ уйрăм предпринимательсем‚ отрасль эксперчĕсем те пурччĕ. Хамăр таварпа усă кураканпа хире-хирĕçле çыхăну йĕркелерĕмĕр. Çакă пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ‚ – тет «Пушкăртстан спирчĕ» компанин генеральнăй директорĕн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Игорь Дудоров.
- Кăçал пирĕн стенд ыттисенчен палăрмалла уйрăлса тăчĕ. Ăна тунă чух чăн-чăн йывăçпа усă куртăмăр. Çак майпа эпир хамăр алкоголь продукцийĕ экологи енчен таса пулнине палăртасшăнччĕ‚ – каласа парать «Пушкăртстан спирчĕ» АОн аталану енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Эрнест Зарипов. – Пĕтĕмĕшле пирĕн маркăллă мĕнпур продукцие лайăх хак пачĕç. Апла пулсан çĕнĕ йышпа çулталăк тăршшĕ çĕнетес‚ лайăхлатас (ребрендинг) тесе тăрăшни сая каймарĕ.
«Продэкспо-2020» Пĕтĕм тĕнчери курав февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен Мускаври «Экспоцентр» тĕп выставка комплексĕнче иртнĕ. Вăл 70 çĕршыври икĕ пин çура яхăн çынна пĕрлештернĕ.