Пур хыпар та
Новости
19 Нарӑсӑн 2020, 11:55

Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне тата 20 предприяти хутшăнĕ

2020 çулта ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне Пушкăртстанри тата 20 предприяти хутшăнĕ. Кун çинчен регионти Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

2020 çулта ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне Пушкăртстанри тата 20 предприяти хутшăнĕ. Кун çинчен регионти Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.
Паянхи куна Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă наци проектне республикăри 57 организаци хутшăннă. Вĕсен шутне промышленность‚ ял-хуçалăх тата çурт-йĕр хăпартакан предприятисем кĕреççĕ.
Нумай пулмасть ĕç тухăçлăхне ÿстермелли наци проектне Нефтекамскри автомобиль тăвакан завод (ПАО «НЕФАЗ») тата «Уралмостострой» акционерлă общество кĕнĕ.
Проекта хутшăнакан предприятисем производство ĕç-хĕлне оптимизацилес ĕçре экспертсен пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех вĕсем Промышленность аталанăвĕн фондĕнчен çулталăкне 1 процентпа 50 миллион тенкĕрен пуçласа 300 миллиона çитиччен пилĕк çула льготăллă займ илме пултараççĕ.
Унсăр пуçне предприятисем Раççейри Экономика аталанăвĕн министерстви тата Раççейри тулаш суту-илÿ академийĕ йĕркеленĕ «Ĕç тухăçлăхĕпе малта пыракансем»(«Лидеры производительности») управлени кадрĕсен вĕрентÿ программине хутшăнма пултараççĕ.
Тата тепĕр çăмăллăх та пур. Ку вăл - предприятисене хăйсем туса кăларакан тавара чикĕ леш енне ăсатма пулăшакан «Экспорт ÿсĕмĕн акселераторĕ» программа.
Читайте нас