Новости
19 Февраля 2020, 12:30

Йыш хутшăнать, ĕç калăпăшĕ те ÿсет

Пушкăртстанра хальхи вăхăтра Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин икĕ филиалĕ ĕçлет. Пĕри Пелепей тăрăхĕнче пулсан, тепри – Уралçум филиалĕ (центрĕ Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă).

Пушкăртстанра хальхи вăхăтра Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин икĕ филиалĕ ĕçлет. Пĕри Пелепей тăрăхĕнче пулсан, тепри – Уралçум филиалĕ (центрĕ Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă).
Нумаях пулмасть иккĕмĕшсен (ăна никĕсленĕренпе 25 çул çитрĕ) тĕп хулара канашлăвĕ иртнĕччĕ. Çак кунсенче çавăн евĕр форума пелепейсем йĕркелерĕç. Унăн ĕçне академин вырăнти пайташĕсемсĕр пуçне Пишпÿлекпе Мияки районĕсенчи ăсчахсем хутшăнчĕç.
Филиал 14 академика пĕрлештерсе тăрать. Вĕсен шутĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе вĕрентекенсем те, культура сферинче ĕçлекенсем те, çыравçă та, усламçă та пур. Çавăнпа та кашни хăй чун туртнине пăхса ăслăлăхпа ÿнер ĕçне йĕркелет. Çакăн çинче филиал ертÿçи Рудольф Павлов (Илькелри) чарăнса тăчĕ. Ытларах вăл пичетре кун çути курнă ĕçсем, тĕрлĕ шайри мероприятисене академиксем мĕнле хутшăнни çинчен каларĕ. Ун хыççăн кашни хастар хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сĕнÿсем пачĕ. Сăмахран, Владимир Яковлев (Пелепей хули) «Кĕрешÿ» наци спорт тĕсне аталантарасси çинче чарăнса тăчĕ, Пушкăртстанри çамрăк чăваш паттăрĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Вероника Леонтьева (Мияки районĕ) Тимеш ялĕн 260 çулхи юбилейне хатĕрленни пирки сăмах хускатрĕ.
Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчен килнĕ хăнасем – Лидия Ванюшинапа Ирина Корнилова чăваш хастарĕсем – çамрăк ăрупа ĕçлессине мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕç, икĕ çулта пĕрре Татьяна Ванюшина ял хуçалăх наукисен кандидатне асра тытса ирттерекен фестиваль кăçал май уйăхĕнче пулассине пĕлтерчĕç. Сăмах май, канашлура çывăх вăхăтра вĕсене академи пайташĕсен шутне илме сĕнÿ паракансем те пулчĕç.
Çак кунах Луиза Федорована (Пелепей хули) академиксен шутне йышăнчĕç. Çакна филиал ертÿçи ăна удостоверени парса çирĕплетрĕ.
Пухăннисем 2020 çулхи ĕç планне йышăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине хатĕрленесси тата ăна çÿллĕ шайра ирттересси, Антонида Нухратпа (120 çул) Константин Ивановăн (130 çул) юбилейĕсене паллă тăвасси тата ытти те.
Канашлу вĕçĕнче ăслăлăх тата ÿнер ĕçĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн Владимир Максимова «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята, Владимир Яковлева «Спортра ĕçленĕшĕн» орден-медаль, Нина Никитинана (Пелепей хули), Вероника Леонтьевана, Светлана Ивановапа Марина Николаевана (Пишпÿлек районĕ) Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Хисеп хучĕсене парса чысларĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пелепей хули.
Читайте нас