Патшалăх Думи юлашки вулавĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен саккун йышăннă.
Документа Федераци совечĕ ырланă тата Раççей Президенчĕ алă пуснă хыççăн ачасене кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерĕç.
Саккуна пурнăçа кĕртме федераллă‚ регион тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрĕç. Çав вăхатрах регионсем федераллă хыснаран (казна) субсиди илме пултарĕç.
Шкулсен пĕр пайĕ тÿлевсĕр апатланăва кăçалхи сентябрь уйăхĕнчех куçĕç. Ытти шкулсенче асăннă саккун 2023 çулхи сентябрь уйăхĕччен вăя кĕрĕ. Енчен те регионта техника хатĕр пулсан, тÿлевсĕр вĕри апатпа кăçалах тивĕçтерме тытăнĕç. Проектăн ăнлантару çырăвĕнче ун кирлĕлĕхне те ăнлантарса панă: ачасем апат ирĕлтерекен органсен (органы пищеварения) чирĕсемпе аптранине палăртнă.
Вĕрентÿ заведенийĕсенче апатланăва йĕркелесе ярассипе ĕçлĕç‚ шкулсемпе ача-пăча лагерĕсен сайчĕсенче столовăйĕнчи кашни кунхи апатсен списокне пичетлĕç. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентÿ учрежденине ачисен сывлăхĕ çинчен хыпарлама пултарĕç.
Патшалăх Думин спикерĕ Вячеслав Володин сăмахĕсем тăрăх‚ çитес çулта асăннă саккуна пурнăçа кĕртме 40 млрд ытла тенкĕ кирлĕ.