Çак кунсенче Владимир Путин Кремльте Юрий Борис вице-премьерпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем топливăпа энергетика комплексĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Çĕршыв пуçлăхĕ палăртнă тăрăх‚ топливăпа экономика комплексĕ Раççей экономикĕшĕн чи пысăк та паллă сфера шутланать. Çакна шута илсе çĕнĕ правительствăра вице-премьерăн яваплăхĕ самай ÿснĕ тата анлăланнă.
- Мана çак ĕçе шаннăшăн тав тăватăп. Чăн та‚ ку маншăн çĕнĕ сфера. Халĕ эпĕ топливăпа энергетика комплексĕн ыйтăвĕсене тĕпчетĕп. Çак ĕçпе туллин паллашма мана 3 уйăх кирлĕ пулĕ. Çавăн пекех эпĕ «Рынок канашĕпе» тата Пĕрлĕхлĕ энергетика комплексĕн системăллă операторĕпе паллашрăм‚ Çурçĕр Осетинче гидроэлектростанци уçнă çĕре хутшăнтăм. Унсăр пуçне инноваци циклне тепĕр хут тапратса ярассипе Андрей Белоусовпа (РФ Правительство председателĕн пĕрремĕш çумĕ) тачă ĕçлетпĕр. Правительствăн юлашки ларăвĕнче тăватă саккун проектне пăхса тухнăччĕ. Вĕсене йышăнсан малашне Арктикăра якорь проекчĕсене пурнăçлама пултарăпăр. Уйрăмах «Роснефтьре» тата çут çанталăк пурлăхне кăларакан ытти компанисенче.
Эпир сирĕн хушăвăра пурнăçлассипе‚ çĕршыв производителĕсем валли ăнланмалла тата ăса хывмалли пулăшу мерисене шутласа кăларассипе ĕçлетпĕр. Наци проекчĕсем тата инвестици программисем пурнăçланнине шута илсе вĕсем шалти рынокра аталанмалла. Çакă пысăк укçа-тенкĕ тăкакĕсемпе çыхăннă‚ анчах вĕсем пирĕн экономика тата промышленность ÿсĕмне çĕклеме пулăшĕç‚ – тенĕ Юрий Борисов.