Урал сасси
+19 °С
Облачно
Новости
22 Февраля 2020, 15:20

Мускаври Тойота Камри Мелеузра тупăннă

Пушкăртстанра Мускавра вăрланă çăмăл автомобиле тупнă.

Пушкăртстанра Мускавра вăрланă çăмăл автомобиле тупнă. Чăн малтан çĕршывăн тĕп хулинче çухалнă Тойота Камри автомобиль Мелеуз хулинче пулни çинчен Росгвардин тĕп хурал пульчĕн навигаципе мониторинг системи информаци пĕлтернĕ. Палăртнă вырăна пакунлă хурал çыннисем килсе çитнĕ. Çак вырăнта вара гараж боксĕ вырнаçнă пулнă. Росгварди ĕçченĕсем асăннă района йĕри тавра çавăрса илнĕ, следствипе оперативлă полици ушкăнне чĕнсе илнĕ, ун хыççăн сăнама тытăннă. Кăшт вăхăт иртсен вăрăсен аллине лекнĕ автомобиль гаражран тухса малалла кайма пуçланă. Шăпах çав вăхăтра Росгварди тата полици ĕçченесем ăна тытса чарнă та. Паллах, ун ăшĕнчи çынсене те вăхăтлаха ирĕксĕр хăварнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас