Ял хуçалăх министерствинче Пушкăртстан Республики акана тухма хатĕр тесе пĕлтернĕ. Регионти мĕн пур хуçалăхсенче 295 пин тонна çурхи тĕш тырăсене (кирлинчен 100%) вăрлăх валли хатĕрленĕ. Вĕсенчен 33 пин тонни элита тата чи паха сортлисем шутланаççĕ.
Çурхи акана 2 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче туса ирттерме палăртаççĕ. Çав шутра пĕрчĕллĕ тĕш-тырă культурисем 1‚35 млн гектара яхăн йышăнаççĕ. Кĕрхи тырăсем 400 пин гектар çинче вырнаçнă.
Çурхи акара 12 пин хурçă ут ĕçлĕ‚ вĕсенчен 2‚2 пинĕ - гусеницăллă тракторсем.
Республикăри районсенче çĕре кăпкалатса хатĕрлеме анасем çине 10 пин трактор агрегачĕ тухĕ‚ ака тунă çĕрте 4‚8 пин агрегат ĕçлĕ. Пур пек техникăна шута илсен‚ акаçи 12-14 куна тăсăлма тивĕç.