Раççей Президенчĕ Владимир Путин февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче алă пуснă указĕпе федераллă судьясене палăртнă.
Асăннă документпа килĕшÿллĕн‚ ПР Аслă сучĕн судйисем пулма Регина Аюповапа Ингрида Индана‚ Давлекан район сучĕн судйине Вадим Галимзянова‚ Ĕпхÿ хулин Калинин районĕн судйине Азамат Мухаметзянова‚ Ĕпхÿ хулин Совет районĕн судне Сослан Искужина çирĕплетнĕ.
Унсăр пуçне‚ Владимир Путин 2020 çулхи февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи «Федераллă судсем валли судьясем палăртни çинчен»(«О назначении судей федеральных судов») указĕн 141№ Ĕпхÿ хулин Совет районĕн судйи пулма Азалия Шакирьянована шаннă.