Радий Хабиров правительствăн оперативлă канашлăвĕнче район пуçлăхĕсенчен коммуналлă хытă каяшсене пухмалли контейнер площадкисене йĕркелени пирки ăнлантарса пама ыйтнă.
Маларах вăл Контроль управленине контейнерсене туяннине‚ ĕçе пурнăçланине тĕрĕслеме хушнă. Тĕрĕслев хыççăн хăш-пĕр районсенче тивĕçлĕ мар тата хута яман площадкăсем пуррине пĕлнĕ.
- Хăш-пĕр муниципалитет пуçлăхĕсенчен контейнер площадкисене йĕркелени пирки ăнлантару çырăвĕсене пухрăм-ха. Вĕсен тулаш сăн-сăпачĕ‚ хакĕ пирки ыйтусем пур. Çак ĕçпе çыхăннă материалсене пухса тÿрех прокуратурăна ăсатас шухăш та пурччĕ ‚ анчах та малтан сире итлесе пăхас терĕм‚ – район пуçлăхĕсене ыйту панă Радий Хабиров. – Ертÿçĕсен ăнлантарса панисем уçăмлă пулсан малалла та ĕçлĕпĕр. Енчен те урăхла пулсан вĕсен прокуратурăпа‚ каярах следстви комитечĕпе калаçмалла пулĕ. Эпĕ камсем ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине муниципалитет пуçлăхĕсем хăйсемех пĕлеççĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухнине мана ăнлантарса парĕç.
ПР вице-премьерĕ тата Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев каланă тăрăх‚ паянхи куна республикăра 17 806 контейнер площадкине йĕркеленĕ‚ вĕсенчен 9 759-шне хытă витĕм сарнă‚ хÿме тытнă. Площадкăсенче 44 917 конейнер вырнаçтарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама бюджетран ятарласа укçа уйăрнă. 2019 çулта контейнер площадкисене йĕркелеме 800 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Кашни района 3‚5-4‚5 млн тенке яхăн уйăрнă.
Хăш-пĕр районсенчи каяшсене пуçтармалли вырăнсене Радий Хабиров кĕлмĕçлĕхпе (убожество) танлаштарнă. Площадкăсене йĕркелессипе ырă пĕтĕмлетÿсене Абзелил‚ Тÿртÿллĕ‚ Илиш‚ Кугарчă‚ Мияки‚ Татăшлă районĕсем‚ Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисем тивĕçнĕ.