ПР çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх минситрĕ Борис Беляев вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх‚ 15 590 светильник вырнаçтарма кăçал бюджетран 333‚3 миллион тенкĕ уйăрса парĕç.
Конкурс процедурисене централизациленĕ майпа ирттерĕç‚ май уйăхĕн 4-мĕшĕччен контрактсене алă пусса çирĕплетĕç. Ĕçсене вара октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен пурнăçласа пĕтермелле. Светильниксен пахалăхне тĕрĕсленĕ хыççăн çеç подрядчиксемпе саплашĕç.
Хальхинче кашни партирен оборудовани тĕслĕхне тĕрĕçлĕç. Вăл техника ыйтнине тивĕçтермелле. Маларахри тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх‚ виçĕ районти светильниксен ултă критерирен пиллĕкĕшĕ тивĕçтермен. Çавăнпа та муниципалитетсем кăлтăксене палăртса тавăç (иск) заявлени çырма тытăннă.
- Муниципалитетсем çак ĕçе епле туса ирттерннине информаци хатĕрлĕр. Эпĕ тарăн та тимлĕ анализ тăвасшăн‚ – тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров. – Икĕ пулăм мана тарăхтарчĕ: контейнер лапамĕсемпе светильниксене вырнаçтарни. «Хĕрлĕ зонăна» кĕнĕ районсене курсан‚ сире укçа-тенкĕпе тивĕçтерес мар шухăш çуралчĕ. Анчах çакă тĕрĕс мар пулĕ. Эсир яваплăхăра туйса ĕçлеменшĕн çынсем тертленеççĕ. Маншăн сире ĕçрен кăларса ярасси çăмăлрах. Пирĕн ретсене «тасатмалла».