Новости
27 Февраля 2020, 05:50

Владимир Путин Самбо лигин чемпионатне хутшăннă

Владимир Путин Çар самбо лигин пĕрремĕш чемпионатне хутшăннă. Вăл Сочи хулинче «Ледяной клуб» спорт комплексĕнче иртнĕ.

Владимир Путин Çар самбо лигин пĕрремĕш чемпионатне хутшăннă. Вăл Сочи хулинче «Ледяной клуб» спорт комплексĕнче иртнĕ.
Асăннă турнирта Раççейĕн çамрăк спортменĕсен хутăш ушкăнĕнчен 14 чи вăйлă каччă вăй виçнĕ. Вĕсен шутĕнче – 11 спорт мастерĕ‚ спорт мастерĕн 3 кандидачĕ. Вĕсем 2019 çулти çамрăк спортсменсем хушшинчи Раççей самбо ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем.
- Самбо вăл - хĕç-пăшалсăр харпăр хăйне хÿтĕлени. Çак кĕрешÿ çĕршер пин çынна хăй патне туртать. Унсăр пуçне вăл миллион çыншăн пирĕн наци физкультурипе спортăн визит карточки те шутланать.
Асăннă наци спорчĕн тĕсĕ илемлĕ те çирĕп характерлă. Ахальтен мар специалистсем вăл чи лайăх хусканусемпе ывăтусенчен тăрать тесе палăртаççĕ.
Паянхи кун самбо пирĕн наци чиккинчен тухнă. Вăл 84 çĕршывра анлă сарăлнă. Самбо икĕ пайран тăрать: спорт тата çар. Çар пайĕ ерипен‚ сисĕнмелле мар аталаннă. Вăл разведка подразделенийĕсен ятарлă хатĕрленÿ тĕсĕ пулса тăнă.
Халĕ самбо массăллă спорт тĕсĕ шутланать. Малашне çар пайĕ те пирĕн çĕршывра тата чикĕ леш енче пурăнакан темиçе пин çын кăмăлне каясса шанатăп.
Паянхи мероприятине йĕркелекенсене тата спортсменсене чунтан тав тăватăп. Çак ăмăртура кĕрешсе выляса яракансем çук – пурте çĕнтерÿçĕ‚ – тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ сăмах каланă май.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас