Урал сасси
+16 °С
Дождь
Новости
28 Февраля 2020, 06:35

«Çĕршыв малашне те аталанмалла»

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕршыва çирĕп аталантарасси. Çакăн çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Владимир Путина 20 ыйту» проектпа килĕшÿллĕн ТАССа панă интервьюра каланă.

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕршыва çирĕп аталантарасси. Çакăн çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Владимир Путина 20 ыйту» проектпа килĕшÿллĕн ТАССа панă интервьюра каланă.
Калаçу вăхăтĕнче корреспондент наци проекчĕсене пурнăçлассине Сочири Олимпиадăпа тата Владивосток хулинчи АТЭС саммичĕпе танлаштарма пулать-и тесе ыйтнă. Çав вăхăтра тĕп тĕллевсем лартса вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ. Тунă ĕçсене «ура» шайĕнче хак панă.
- Мана «ура» тени кирлĕ мар‚ мана çĕршыв малалла аталанни кирлĕ. Вăл тĕрĕс-тĕкел‚ çирĕп тата анлă фронтпа аталанмалла‚ – тенĕ В.Путин.
Президент пĕлтернĕ тăрăх‚ тунă ĕçсен тухăçĕсем ăна савăнтараççĕ.
- Владивостокра пулнă чухне аэропорт çине пăхса савăнатăп. Унчченхи тата паянхи аэропорт - пачах урăх истори. Федераллă университета вара пысăк хулапа танлаштарма пулать. Çак улшăнусене курма питĕ кăмăллă. Сочи аталанни те чуна хавхалантарать. Анчах çакă пĕр вырăнта тунă çитĕнÿ çеç‚ – тесе палăртнă Раççей Президенчĕ.
Çĕршыв пуçлăхĕ каланă тăрăх‚ вăл е ку вырăнта пурнăçланă проектсем çеç пулни çителĕксĕр. Маларах усă курнă инструментсемпе паянхи кун ĕçлени те тухăç памасть.
- Çакăн йышши патшалăх программисем ума лартнă тĕллевсене тивĕçтермеççĕ‚ – тесе çирĕплетнĕ президент.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас