Регионти Ĕç минситерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ 2019 çулта халăха ĕçпе тивĕçтермелли службăсем урлă 6‚3 пин ĕçсĕр çын тÿлевсĕр професси пĕлĕвне алла илнĕ.
Ĕçсĕр çынсен 71% ĕç рынокĕнче кирлĕ 170 ытла профессине хăнăхнă. Паянхи кун вĕсенчен 60 проценчĕ çĕнĕ профессипе ĕç тупнă. Унсăр пуçне 564 хĕрарăм декрет вăхăтĕнче халăха ĕçпе тивĕçтермелли службăсем урлă хушма професси пĕлĕвне илнĕ.
Пушкăртстан премьер-минситрĕн çумĕ - çемье‚ ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министрĕ Ленара Иванова каланă тăрăх‚ кăçал «Демографи»‚ «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн 10 пин ытла çынна вĕрентсе кăларма палăртаççĕ.
Вĕсенчен 1‚5 пинĕ 50 çултисем тата аслăраххисем‚ 1‚3 пинĕ шкул çулне çитмен ачасем çитĕнтерекен‚ çав вăхăтрах декрет отпускĕпе усă куракан хĕрарăмсем.