ПР Обществăлла палати (ОП) «Атте хастарлăхĕ» общество наградине пама çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – республикăра аттелĕх институне çирĕплетесси.
Общество наградине ачисене пĕччен пăхса çитĕнтерекен‚ сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыракан‚ çемье пурлăхне сыхласа хăварма тата ăна çĕнĕрен никĕслеме кирлĕ условисем туса паракан‚ общество пурнăçне хастар хутшăнакан аттесем илме тивĕçĕç.
Çавăн пекех уйрăм çын вăл е ку ĕçре тÿпе хывнине те шута илĕç. Ĕçри тÿрĕ кăмăллăх‚ паттăрлăх ĕçĕсемпе патшалăх наградисем кăна мар‚ ачисем вĕренÿре‚ ĕçре‚ спортпа пултарулăхра çитĕнÿсем туни те арçынна лайăх енчен хак пама пулăшĕ. Çавăнпа наградăна усрава илнĕ ачана 5 çултан кая мар пăхакан арçынсем‚ Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чух пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă‚ çарпа служба тата граждан тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра аманса‚ контузие пула вилнĕ паттăр ачасен ашшĕсем те илме пултараççĕ.
Награда илмелли материалсене электронлă вариантне е хут çинче çырнисене ПР Обществăлла палатăн аппаратĕнче апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс комиссийĕ тивĕçлĕ кандидатурăсене май уйăхĕн 15-мĕшĕччен суйласа илĕ. Вĕсене ОП канашĕ пăхса тухĕ. Пĕтĕмлетÿсене Палата сайтĕнче пичетлесе кăларĕç.
Аттесене чысласси Раççейри Атте кунне халалласа июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртĕ.