Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2020, 12:50

Халăха хăрушлăхсăр тата паха çулсемпе тивĕçтересси – çивĕч ыйтусенчен пĕри

Март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăртстан Правительствинчи оперативлă канашлура муниципалитетсенчи çул-йĕрсемпе çыхăннă лару-тăрупа Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисен тата Янаул район пуçлăхĕсем паллаштарнă.

Март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăртстан Правительствинчи оперативлă канашлура муниципалитетсенчи çул-йĕрсемпе çыхăннă лару-тăрупа Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисен тата Янаул район пуçлăхĕсем паллаштарнă.
Ĕпхÿ хула мэрĕ Ульфат Мустафин юсав ĕçĕсем ирттерме мĕнле техника пурри, асфальт хумалли тата çулсене тикĕслемелли катоксем мĕн чухлĕ çитменни çинче чарăнса тăнă.
- Февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен хулари коммуналлă службăсем путăк-шăтăксене юсама пуçларĕç. Çав кунран пуçласа февраль уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 3 276 тăваткал метр çине 544 тонна асфальтпа бетон хутăшĕ сарнă, - тенĕ вăл. – Çынсем ыйтнипе тата хăрушлăхсăр çул-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе Пугачев урамĕнчи путăк-шăтăксене шăратса тунă асфальтпа бетон хутăшĕ тултарма пуçланă. Çанталăк условийĕсем лайăхлансан виçĕ çухрăм çулăн çиелти сийне пĕтĕмпех улăштарĕç. Ĕçĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 40 млн тенкĕпе танлашĕ, - пĕлтернĕ Ĕпху хула администрацийĕн пуçлăхĕ.
Çавăн пекех Дема районĕнчи Дагестанская текен урамра пурăнакансенчен те сахал мар ыйту килет. Кунти çулсене те çĕнетмелле. Ĕç калăпăшĕ 11-12 млн тенкĕпе танлашĕ.
- Ĕпхÿ асăннă ыйтăва çĕкленине куратăп. Пугачев урамĕнчи лару-тăру пирки ăнланмалла хурав пани питĕ вырăнлă. Кунти афсальтăн çÿлти сийне улăштарма март уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухăр. Кирлĕ пулсан урама хупăр, анчах кун пирки çынсене маларах пĕлтерĕр, - тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров. Унтан вăл муниципалитетсен пуçлăхĕсене хăйсен патĕнче иртекен кашни оперативлă ларăва путăк-шăтăксене юсас ĕç епле пынинчен пуçлама сĕннĕ. Çак ĕç май вĕçĕчченех тăсăлмалла.
Унсăр пуçне çул-йĕрсене юсама муниципалитетсене 5-шер миллион тенкĕ, Ĕпхÿ хулине 195 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ.
Читайте нас