Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2020, 11:20

Призывниксене - уйăхсерен икĕ пин тенкĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин вăхăтлăх (срочная) служба иртекен призывниксене икĕ пин тенкĕ укçапа тивĕçтересси пирки калакан указа алă пуснă. Асăннă документпа право информацийĕн порталĕнче паллашма пулать.

2012-2018 çç Оборона министерстви призывниксене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă эксперимент ирттернĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх служба иртекен салтаксем уйăхсерен икĕ пин тенкĕ укçа илсе тăнă. Унсăр пуçне хушма тÿлевсемпе те тивĕçтернĕ. Хушма тÿлев панă чухне салтак-сержантсен должность окладне, вĕсем патшалăхăн вăрттăн ĕçĕпе ĕçленине, уйрăм условисемпе квалификацисене шута илеççĕ.
Уйрăммăн илес пулсассăн, çар подразделенисене ертсе пыракан вăхăтлăх служба иртекене - 800 тенкĕ, мирлĕ вăхăтра пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан тĕллевсене пурнăçланăшăн - 1000 тенкĕ, патшалăх вăрттăнлăхĕсемпе çыхăннă сведенисемпе ĕçлекенсене 200 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран хушса парĕç.
Унсăр пуçне служба вĕçленнĕ хыççăн пĕр оклад чухлĕ пĕр хутчен тÿленекен пособипе тивĕçтерĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас