Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2020, 11:40

Пелепейĕнчи çĕнетнĕ ача çуратмалли çуртра çут тĕнчене пĕрремĕш пепке килнĕ

Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче юсав ĕçĕсем иртнĕ хыççăн пилĕк çул ахаль тăнă ача çуратмалли çуртра çут тĕнчене пĕрремĕш пепке килнĕ. Кун пирки социаллă сетьре Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче юсав ĕçĕсем иртнĕ хыççăн пилĕк çул ахаль тăнă ача çуратмалли çуртра çут тĕнчене пĕрремĕш пепке килнĕ. Кун пирки социаллă сетьре Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.
«Пысăк тертпе туса ирттернĕ юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн çак ача роддомра пĕрремĕш пулса çуралнă. Пелепейĕнче ача çуратмалли çурт 2015 çултанпа, тĕрĕс мар юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн, ĕçлемен. Хĕрарăмсемшĕн (вĕсем 60 пинлĕ хулара сахал пулман) ку чăн-чăн мăшкăл вырăннех пулнă. Иртнĕ çуркунне май тупса çак ыйтăва татса пама пултартăмăр. Çакăн евĕр пулăм патне илсе пыракансем татах тупăнсан, вĕсемшĕн хĕрхенÿ пулмĕ», - çырнă республика ертÿçи.
Пелепей роддомне республика бюджетĕнчен 200 млн тенкĕ уйăрнă хыççăн юсама пуçланă. Регион пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров вырăнти хĕрарăмсем ыйтакан медицина учрежденийĕн çуртне оперативлă юсаса пĕтерме хушу панă.
Социаллă сетьпе усă куракансем çĕнетнĕ социаллă объектра пĕрремĕш пулса çуралнă ачана Радий ят хума сĕннĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас