Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2020, 00:05

Ситек хĕрĕ Анастасия Иванова Гран-прие тивĕçрĕ

Февраль уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пишпÿлек салинче Регионсен хушшинчи çамрăк чăваш эстрада юрăçисен черетлĕ «Шăпчăк сасси» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Пишпÿлек çĕрĕ çинче вăл шучĕпе виççĕмĕш пулчĕ, пĕтĕмĕшле вара уяв тăххăрмĕш хут куракансене хăй тавра пуçтарчĕ.

Февраль уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пишпÿлек салинче Регионсем хушшинчи çамрăк чăваш эстрада юрăçисен черетлĕ «Шăпчăк сасси» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Пишпÿлек çĕрĕ çинче вăл шучĕпе виççĕмĕш пулчĕ, пĕтĕмĕшле вара уяв тăххăрмĕш хут куракансене хăй тавра пуçтарчĕ.
Конкурса хутшăнма кăмăл тунисен шутĕнче 28 пикепе каччă пулчĕç. Вĕсем республикăри 10 районпа хуларан тата Чăваш Енпе Тутарстанран килнĕ. 14-35 çулхи вокалистсем хушшинче пултаруллисене суйласа илме жюри членĕсене çăмăлах пулман. Çакна жюри председателĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Михаил Федоров эстрада юрăçи те (Шупашкар хули) палăртать. Чи çепĕç сасли тата хăйне сцена çинче пултарулăх енчен çÿллĕ шайра кăтартма пултараканни вара çак районти Ситек ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿре пĕлÿ илекен Анастасия Иванова студентка пулчĕ. Вăл Гран-прие тата хаклă парнене тивĕçрĕ.
Конкурсăн хĕрÿ те кăсăк саманчĕсемпе тата ытти çĕнтерÿçĕсемпе вулакансене «Урал сассин» çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
Читайте нас