Ĕпхÿри строительство отраслĕн калăпăшĕ ÿснин тĕп сăлтавĕ – кивĕ схемăпа (сăмах «строительствăна пая кĕрсе хутшăнни – долевое строительство» пирки пырать, - авт.) хăпартма пуçланă çуртсене хăвăртрах туса пĕтерме шутлани. 2019 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен строительство ĕçне ямалли пайçăсен укçине ятарлă полномочиллĕ банксен (пĕр-пĕр ĕç тума право панă банк) экскроу-счечĕ çине куçараççĕ. Асăннă сăлтава пула 2020 çул вĕçне çурт-йĕр хăпартас ĕçе 20% стройфирма ( ытларах пысăках мар, укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ пĕчĕк компанисем) хутшăнма пăрахĕç. Строительсен пĕр пайĕ çак ĕçрен кайсан, хăпартакан çуртсен шучĕ те чакĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассин калăпăшĕ сахалланин тепĕр сăлтавĕ - 2019 çулта кредит ставкине 14 % чакарни. Çавна май ипотека кредичĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 7% чакса 86,3 млрд тенкĕпе танлашнă, 2018 çулта ку хисеп 92,2 млрд тенкĕ пулнă. Ипотекăн вăтам шайĕ - 9,9 процент. Çакă иртнĕ 2018 çулпа танлаштарсан, 3,1 процент нумайрах.