Пур хыпар та
Новости
6 Мартӑн 2020, 11:30

Раççейре çамрăксене аталанма майсем туса парĕç

Çамрăк специалистене аталанма хамăр çĕршыврах тĕрлĕ майсем туса парĕç. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин ТАСС валли панă интервьюра пĕлтернĕ.

«Ман шутпа, хамăр çĕршывра тăрса юлакан лайăх специалистсен шучĕ ытларах та ытларах ÿссе пырать. Вĕсем пĕтĕм тĕнчери ĕç рынокĕнче хăйсене тупма пултарни пирĕн аслă шкулсем çирĕп пĕлÿ панине çеç çирĕплетет», - тенĕ Владимир Путин.
Президент «Раççей лидерĕсем» тата «Раççей – аталанмалли майсен çĕршывĕ» конкурссене пысăк хак панă. Асăннă платформăсем çамрăксене хăйсен пĕлĕвĕсене тата ăсталăхĕсене ÿстерме, пысăк компанисен, министерствăсемпе ведомствăсен ĕç параканĕсемпе тĕл пулма çул уçаççĕ. Раççей лидерĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакăн йышши конкурссене хутшăннисенчен чылайăшсем халĕ министрсен, вĕсен çумĕсен, губернаторсен пуканĕсене йышăнаççĕ.
- Çакă питĕ лайăх социаллă лифт, - çирĕплетнĕ патшалăх пуçлăхĕ.
Маларах Владимир Путин çамрăк специалистсене наукăри тĕпчев ĕçĕсемшĕн укçа-тенкĕ ытларах уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Çакă çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрĕ. Çамрăксен пултарулăхĕ, хавхалануллă кăмăл-туйăмĕ çĕнĕ вунăçуллăхра тата XXI ĕмĕрте тĕп технологи çул-йĕрĕнче малалла кайма май парĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас