Асăннă свидетельствăсене ача çуратмалли çуртран кăларнă чухне параççĕ. Çакăн пирки ПР Правительствин вице-премьерĕ Ленара Иванова пĕлтернĕ.
- Çуралу свидетельствисене хальлĕхе пилот мелĕпе (эксперимент шайĕнче) икĕ роддомра çеç, Ĕпхÿри 3-мĕш ача çуратмалли çуртра тата Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницинче параççĕ, - пĕлтернĕ Республика Правительствин премьер-министрĕн çумĕ.
Регионти юстици ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх асăннă процедура çапла схемăпа пурнăçланать: документсем пуçтарасси, ПР сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсем ЗАГС уйрăмне каясси тата документсене больницăран кăларнă кун тĕлне хатĕрлесе çитересси.
Малашне çак опыт республикăри пур ача çуратмалли çурта та çитĕ.