Пур хыпар та
Новости
12 Мартӑн 2020, 11:10

Саха конгресӗ Путина Конституцин 68-мӗш статйине тӗкӗнмесӗр хӑварма ыйтнӑ

Саха конгресӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин патне Заявленипе тухнӑ — Конституцин 68-мӗш статйине кӗртме палӑртнӑ улшӑнусемпе килӗшменни пирки пӗлтернӗ.

Саха конгресӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин патне Заявленипе тухнӑ — Конституцин 68-мӗш статйине кӗртме палӑртнӑ улшӑнусемпе килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Çӗршыв Президенчӗ Конституцин 68-мӗш статйин 1-мӗш пунктне ҫапларах ҫырса хума сӗннӗ:
«Государственным языком РФ на всей ее территории является русский язык, как язык государствообразующего народа, входящего в многонациональный союз равноправных народов РФ» (чӑвашла: РФ патшалӑх чӗлхи пӗтӗм унӑн лаптӑкӗнче РФ пӗртан праваллӑ халӑхсен нумай нациллӗ пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑха йӗркелекен халӑхӑн пек шутланакан вырӑс чӗлхи пулса тӑрать).
Якутсен шухӑшӗпе кунашкал ҫырни Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсене уйӑрса хурӗ: пӗри тӗп халӑх пек шутланӗ, теприсем вара иккӗмӗшлисем пулса тарӗҫ. Саха конгресӗ шутлана тӑрӑх, кунашкал пайланине хӑрушӑ та яваплӑхсӑр социаллӑ эксперимент пек ҫеҫ хаклама пулать. Ҫавна май вӗсем ку улшӑнусене пӑрахӑҫлама, тавлашуллӑ пункта малтанхи пекех хӑварма ыйтнӑ.
Конституцине улшӑнусем кӗртнине йышӑннипе килӗшменнине халӑхран сасӑлав урлӑ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ыйтса палӑртӗҫ. Улшӑнусене пӗтӗм Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхӑн ытларах пайӗ ырланӑ хыҫҫӑн вӑя кӗртесшӗн. Раҫҫейре вырӑс халӑхӗ патшалӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӑн пысӑк пайӗ шутланнӑран кунашкал улшӑнӑва ҫӑмӑллӑнах кӗртме май пурри вырӑс мар халӑхсене самай пӑшӑрхантарать.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас