Пушкăртстанра регионти Роспотребнадзор хушăвĕпе массăллă мероприятисене ирттерме пăрахнă. Ун çинчен ведомствăн ертÿçи Александр Жеребцов пĕлтернĕ.
- Куракансен тата мероприятисене хутшăнакансен шучĕ пирки чару çук. Çак ыйтупа канашлу ирттерĕпĕр те йышăну тăвăпăр‚ – тенĕ Александр Жеребцов.
Санитари режимне пула «Салават Юлаев» тата «Ак Барс» хоккей лигин клубĕсен матчĕсем Хусан хулинче куракансемсĕр иртĕç. Ĕпхÿ хулинче коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен халиччен пулманран çакăн евĕр санитари режимне йышăнман-ха.