Раççейри Наука тата аслă вĕрентÿ министерстви аслă шкулсене март уйăхĕн 16-мĕшĕнчен дистанциллĕ вĕрентÿ процесĕ çине куçма сĕннĕ. Çакăн йышши сĕнÿ студентсене коронавирус чирĕпе чирлесрен асăрхаттарнипе çыхăннă.
Ведомство палăртнă тăрăх‚ çĕнĕ коронавирус инфекцин инкеклĕ ларăвне шута илсе вĕренекенсен‚ вĕрентÿпе наука организацисен ĕçченĕсен сывлăхне хÿтĕлес тесе РФ наука тата аслă вĕрентÿ министрĕ Валерий Фальков хушу кăларнă. Асăннă хушупа килĕшÿллĕн 2020 çулхи март уйăхĕн 16-мĕшĕнчен студентсен вĕрентĕвне дистанциллĕ майпа йĕркелеме сĕннĕ.
Çав вăхăтрах наукăпа вĕрентÿ организацисен ертÿçисене санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен мероприятисене пурнăçлассине тĕрĕслесе тăма хушнă. Унсăр пуçне аслă шкулсем вĕрентÿ программисене тулли калăпăшпа пурнăçлассине йĕркелемелле‚ кирлĕ пулсан студентсене кашнине уйрăм каникул пама та майсем тумалла. Вĕренекенсене уйрăм вĕрентÿ процесĕ çине куçарассине шута илмелле.