2020 çулта Пушкăртстанра таса ăратлă вăрман тĕксĕм йышши хуртсен 900 çемйине ĕрчетме палăртаççĕ.
Ун çинчен Раççейри ăслăлăхсен академийĕн Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн (УФМЦ РАН) председателĕн çумĕ Алексей Николенко март уйăхĕн 14-15-мĕшĕнче иртнĕ иккĕмĕш регионаллă уçă съездĕнче пĕлтернĕ.
Проекта пурнăçа кĕртме 2019 çулхи июль уйăхĕнче пуçланă. «Алтын Солок» патшалăх çут çанталăк заказникĕн территорийĕнче таса ăратлă вăрман хурчĕсен 300 çемйине кăларнă. Çак ăрата урăхла абориген тесе чĕнеççĕ.
Проект ертÿçи Марат Хасанов заказник территорийĕнче ăратлă утар тăвас шухăш хальхи вăхăт ыйтнипе çурални çинчен ăнлантарса панă .
Проектăн тĕллевĕ çакăнта: «Алтын Солок» заказникĕнче генетика енчен таса ăратлă материал тăваççĕ. Малалла ăна Пушкăртстанри утарçăсене сутаççĕ. Патшалăх хакăн çуррине субсиди уйăрса саплаштарма шантарать.
Çак майпа Пушкăртстанри хурт-хăмăрçăсене вăтам вырăс хуртне – вăрман тĕксĕм бурзянкине - тытма сĕнĕç. Хальхи вăхăтра республикăри утарсенче карпатянкăпа карника ăрачĕсене ĕрчетеççĕ.
Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче икĕ утарçă çеç хутшăннă‚ 2020 çулхи утарçăсен ĕç сезонне хутшăнма 30 хурт-хăмăрçă кăмăл тунă.
Алексей Николенко сăмахĕсем тăрăх‚ 2019 çулта ăсчахсем Пушкăртстанри утарсенчен генетика тĕрĕслевĕ валли 1860 материал илнĕ. Паянхи кун тĕлне 90 пин гектар çинчи 1250 вăрман хурчĕсене тĕрĕсленĕ‚ çак ĕç 2020 çулта та тăсăлĕ.
- Республикăри пĕтĕм хурт çемйисене тĕрĕслев урлă ирттерĕпĕр‚ – тенĕ Алексей Николенко.
Çакна та каласа хăварас пулать‚ утарçăсемшĕн генетика анализĕ тÿлевсĕр пулнă.