Новости
18 Марта 2020, 08:55

Чи лайăх вунă хуçалăх

Çулталăк пуçланнăранпа республикари ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 129,5 пин тонна сĕт суса илнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикари ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 129,5 пин тонна сĕт суса илнĕ.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 11 пин тонна нумайрах. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулмалла: вунă чи вăйлă хуçалăх суса илекен сĕт виçи республикăра суса илекен пĕтĕмĕшле сĕтĕн пиллĕкмĕш пайĕпе танлашать. Вĕсем пӗтӗмӗшле 25,7 пин тонна сĕт суса илнĕ.
Сĕт рейтингне илес пулсассăн, чи малта Чекмагуш тăрăхĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ пырать. Вĕсем суса илнĕ пĕтĕмĕшле сĕт виçи 4469 тоннăпа танлашать. Чекмагушсем хыççăн Çтерлĕри Калинин ячĕллĕ агропромышленность комплексĕ (3378 тонна), «Центральная РБ» МТС (2673), Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» ООО (2584), Мелеузри «Ашкадарский» (2524) хуçалăхсем пыраççĕ. Çавăн пекех Чекмагуш районĕнчи «Герой» ял хуçалăх предприятийӗ (2408), Авăркас тăрăхĕнчи «Урожай» (2003), Учалăри «Байрамгул Агрофермăсем» тата ыт.те çулталăк пуçланнăранпа икĕ пин тонна ытла сĕт суса илнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас