Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн 2020, 14:15

Нумай хут усă курмалли маскăсем çĕлеме пуçланă

Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин паянхи кунтан Пушкăртстанра нумай хут усă курмалли медицина маскисем хатĕрлекен производствăна хута ярасси çинчен пĕлтернĕ

Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин паянхи кунтан Пушкăртстанра нумай хут усă курмалли медицина маскисем хатĕрлекен производствăна хута ярасси çинчен пĕлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх‚ марльăран тунă маскăсене «Агидель» Пушкăртстан ÿнер промыслисен патшалăх унитарлă предприяти (ГУП БХП) территорийĕнче хатĕрлĕç‚ патшалăх аптекисенче сутĕç. Кашни упаковкăра виçшер маска пулĕ.
-Марльăран тунă маскăсене нумай хут усă курса пулать‚ – палăртнă ведомство ертÿçи. – Вĕсемпе‚ пĕрре усă курмалли маскăсем пекех‚ 2-3 сехетрен ытла çÿремелле мар. Усă курнă хыççăн супăньпе çумалла‚ вĕретмелле‚ типĕтмелле те вĕри утюгпа якатмалла. Çак ĕçсене тунă хыççăн каллех тăхăнма юрать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.