Студентсене коронавирус чирĕпе чирлесрен асăрхаттарас тесе аслă шкулсене март уйăхĕн 16-мĕшĕнчен дистанциллĕ вĕрентÿ процесĕ çине куçарнăччĕ. Çак эрнерен асăннă йышăну колледж студенчĕсене те пырса тивет. Регионти вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ тăрăх‚ март уйăхĕн 23-мĕшĕнчен Пушкăртстанри 96 колледж дистанциллĕ вĕрентĕве куçать. Асăннă вĕрентÿ процесĕ çине куçнă вăхăтра нимĕнле йывăрлăхсем те пулманнине республикăри Хÿтĕлев министерствин пуçлăхĕ палăртса хăварнă.