Пур хыпар та
Новости
24 Мартӑн 2020, 12:05

3-7 çулхи ачасене уйăхсерен парăнакан тÿлевпе тивĕçтерĕç

Владимир Путин 3-7 çулхи ачасене уйăхсерен парăнакан тÿлевпе тивĕçтересси çинчен калакан документа алă пуснă. Указра палăртнă тăрăх, асăннă пулăшăва 2020 çулхи январь уйăхĕнчен пама йышăннă.

Тÿлеве таххучĕсем пурăнмалли укçа-тенкĕн чи пĕчĕк виçине çитмен çемьесем тивĕçĕç.
РФ Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче заявлени çырнă çемьесем (январь уйăхĕн 1-шĕ тĕлне ачи 3 çул тултарнă пулсан) 2020 çулăн малтанхи ултă уйăхĕшĕн панă укçа-тенке илĕç. Ача январь-июнь уйăхĕсенче виçĕ çул тултарнă пулсан, тÿлеве виçĕ çул тултарнă самантран пама тытăнĕç.
Пособи виçи регионти пурăнмалли минимум шайĕн 50 % танлашĕ. Çĕршывĕпе вăтамран - 5500 тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, асăннă тÿлеве икĕ миллиона яхăн ача тивĕçĕ. Çакăн валли бюджетран 136,4 миллиард тенкĕ уйăрĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас