Пилеш чăвашсемшĕн сăваплă йывăç шутланать. Тĕрĕссипе каласан, çак илемлĕ йывăç усала хирĕç тăма пултаракан салтак евĕрех. Авалхи сăмах-юмах тăрăх, вăл – тахçан çĕр çинче ÿснĕ, анчах усал вăйсем килсен типсе ларнă пĕрремĕш Ырăлăх йывăççин тăванĕ. Чăвашсем Турă пилешре те пурăнать тесе ĕненнĕ. Çавăнпа та çиçĕм çиçсе аслати авăтнă вăхăтра шăпах çак йывăç çумне пырса тăма хушаççĕ. Ăна çиçĕм тивеймест. Çывăхра пилеш ÿсмест пулсан, алла унăн тураттине те тытма юрать. Халăхра Турă усалсенчен тарса пилеш хушшине пытаннă текен халап-юмах çÿрет. Унтанпа Турă çак йывăçа хÿтĕлеме пуçланă теççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пилеше ырă йывăçсем шутне кĕртеççĕ. Çавăн пекех вăл таса йывăç шутланать.
Чăвашсем пилешре энерги нумай тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа ăна хисеплеççĕ. Унсăр пуçне пилеш сиплĕ енĕпе те уйрăлса тăрать. Пилешпе тĕрлĕ йăла-йĕркесем ирттернĕ чухне те усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, сив чир тытнă çынна çурăлса пайланнă пилеш е тунката çинче ÿсекен пилеш тураттисен хушшипе ирттереççĕ.
Çапла вара пилешĕн усал-тĕселтен, чир-чĕртен сыхлакан енĕсем пур. Пилеше чăвашсем çеç мар, нивхи текен халăх та хисеплет. Вĕсем хăйсем çумĕнче пилеш тураттинчен тунă хÿтĕленмелли япаласем чиксе çÿреççĕ. Чăвашсем те тĕрлĕ йăла-йĕркесем ирттернĕ чухне пилеш тураттисемпе усă кураççĕ.
Кил таврашне пилеш лартсан вăл сире ĕмĕрĕ тăршшĕпех хÿтĕлесе пурăнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.