Пур хыпар та
Новости
25 Мартӑн 2020, 13:39

Торатау шихан çине хăпарни

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Çар Туслăхĕн» («Боевое братство») пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕн пайташĕсем‚ Георгий Степанов‚ Николай Федоров‚ Юлай Аминев тата Александр Иванов‚ сывлăш десант çарĕсен (ВДВ) ветеранĕсен Çтерлĕри ассоциацийĕн членĕсемпе пĕрле Торатау шихан çине хăпарнă.

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Çар Туслăхĕн» («Боевое братство») пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕн пайташĕсем‚ Георгий Степанов‚ Николай Федоров‚ Юлай Аминев тата Александр Иванов‚ сывлăш десант çарĕсен (ВДВ) ветеранĕсен Çтерлĕри ассоциацийĕн членĕсемпе пĕрле Торатау шихан çине хăпарнă. Çак пулăма 6 ротăри 104 парашютпа десант полкĕн 76 Псковскри гварди сывлăш десант дивизийĕн десантникĕсене халалланă. Вĕсем паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Шиханăн чи çуллĕ вырăнĕнче‚ тинĕс шайĕнчен 406 метр çÿлерех‚ хăпартăва хутшăнакансем ятарлă мачта çинче ВДВ ялавне вырнаçтарнă. Унсăр пуçне вĕсем асăнмалăх сăн ÿкерчĕк те тунă.
Читайте нас