Новости
25 Марта 2020, 07:33

Владимир Путин Лаврова «Ĕç Геройĕ» ят панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ют çĕршыв ĕçĕсен министрне Сергей Лаврова «Ĕç Геройĕ» ята парса чысланă. Асăннă документа Кремль сайтĕнче пичетленĕ.

«Патшалăх тата халăх умĕнче хастар ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен министрне Сергей Викторович Лаврова РФ Ĕç Геройĕ ята парас», - тенĕ указра.
Çаплах «Ĕç Геройĕ» ята Крым кĕперне хывнă «СГМ-МОСТ» ООО тĕп директорĕ Александр Островский тивĕçнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас