Пушкăртстанра иртнĕ эрне хушшинче (март уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче) ОРВИ диагноза 30 755 çынна лартнă‚ вĕсенчен 18 711 ача.
Унчченхи эрнепе танлаштарсан чирлекенсен шучĕ 17‚6 процента ÿснĕ. Регионти Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх‚ эпидеми чикки 31‚9 % çити хăпарнă.
Ĕпхÿ хулинче кăна 9 121 ОРВИ чирĕпе чирленисен шутне регистрациленĕ‚ вĕсенчен çурри ытла ачасем – 4 781 пулăм (52‚4%). Çав вăхăтрах чирлекенсен эпидеми чикки çÿллĕ шайра сыхланса юлать.