Хăйĕн шухăшне Строительство министерствин пуçлăхĕ Владимир Якушев патне çитернĕ.
Çырура çемьери тупăш чакнисĕр пуçне килте вăрах вăхăт пулма тÿр килнине‚ çавна пула коммуналлă тÿлевсене те чылайрах тÿлеме тивнине палăртнă.
- Хальхи лару-тăрура Раççей çыннисене укçа-тенкĕ çитменлĕхĕ пырса тивĕ. Коммуналлă тÿлевсенчен хăтарни РФ гражданĕсене экономикăн йывăр лару-тăру вăхăтĕнче кăштах та пулин пулăшу вырăнне пулĕччĕ‚ – палăртнă çырура.
Депутат шухăшĕпе асăннă мерăна коронавирус чирне сарассинчен сыхланас йĕрке вĕçлениччен йышăнмалла.
- Сире çак пуçарăва хак пама тата ăна пурнăçа кĕртес майсене пăхса тухма ыйтатăп‚ – тенĕ документра.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ март уйăхĕн 11-мĕшĕнче коронавирус инфекцине пĕтĕм тĕнчипе сарăлакан чирсен шутне кĕртнĕ (пандемия). Юлашки кăтартусем тăрăх‚ чирлекенсен шучĕ пĕтĕм тĕнчипе 370 пин çынран иртнĕ‚ 16 пин çын çак чире пула вилнĕ.
Раççейре COVID-19 (коронавирусăн официаллă ячĕ)‚ чирпе чирлекенсен шучĕ 658 çитнĕ‚ вĕсенчен 29-шĕ сывалнă. Тăхăр вун виçĕ пин пациента тухтăрсем сăнаççĕ. Пушкăртстанра хальхи вăхăтра 4 чирлекен çын пур.
Астутарасшăн‚ Раççейре пандеми вăхăтне ытти çĕршывсене çÿрессине‚ ют çĕршывсенчен килекенсем валли пÿлекен мерăсем йышăннă. Чылай регионсенче‚ çав шутра Пушкăртстанра та‚ вĕрентÿ учрежденисене дистанциллĕ меле куçарнă‚ массăллă мероприятисене ирттермессе йышăннă.