- Субсидисемпе тĕш тырă тата пăрçа йышши‚ çу паракан культурăсенчен‚ çимĕç паракан йывăçсенчен‚ сĕтрен продукци туса кăларакан‚ çавăн пекех аш-какай паракан выльăх-чĕрлĕх тата сурăх ĕрчетекен пĕчĕк хуçалăхсене аталантарĕç‚ – тенĕ ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Çав шутра федераллă бюджетран 586‚1 млн тенкĕ‚ республикăран 79‚9 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.