Новости
30 Мартӑн 2020, 08:00

Белорецк районĕнче икĕ ача сачĕ уçăлнă

Белорецк районĕнче пĕр харăс икĕ ача сачĕн алăкĕсем уçăлнă. Кашнинче 140 ачалăх вырăн пулнине палăртса хăвармалла. Çак хыпара ПР Строительство тата архитектура енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ.

Белорецк районĕнче пĕр харăс икĕ ача сачĕн алăкĕсем уçăлнă. Кашнинче 140 ачалăх вырăн пулнине палăртса хăвармалла. Çак хыпара ПР Строительство тата архитектура енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ.
Инзер тата Абзако ялĕсенчи ача сачĕсене «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче хăпартнă. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен патшалăх заказчикĕ Пушкăртстанри капиталлă юсав управленийĕ шутланать.
- Абзаково ялĕнчи ача сачĕ ялăн историйĕнче чи пĕрремĕш ача сачĕ пулса тăнă. Асăннă объект 2 пине яхăн тăваткал метр йышăнать. Унта малашне 1‚5-6‚5 çулхи 141 ача çÿрĕ. Апла пулсан черет ыйтăвĕ сиксе тухмалла мар ‚ – тенĕ ведомство пресс-службинче. – Инзер ялне илес пулсан‚ кунта икĕ ача сачĕ ĕçлет. Анчах виçĕ çултан пуçласа çичĕ çулчченхи 150 шăпăрлан ача сачĕсене çÿреме черетре тăнă. Çĕнĕ объект уçăлнипе черет ыйтăвĕ татăлчĕ. Инзерти ача сачĕн лаптăкĕ 2 пин ытла тăваткал метрпа танлашать.
Çĕнĕ объектсене хута янă хыççăн 34 ĕç вырăнĕ уçăлнă. Воспитательсен коллективне ялшăн çĕнĕ профильлĕ специалистсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенче логопедпа физкультура енĕпе ĕçлекен инструктор (сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасемпе ĕçлĕç) тăрăшĕç.
Асăннă ялсенчи ача сачĕсем икĕ хутлă. Вĕсенче ушкăнсем валли пÿлĕмсем‚ апат пĕçермелли блок‚ музыкăпа спорт залĕсем‚ сиплевпе аталантару занятийĕсем ирттермелли пулĕмсем тата ыт.те вырнаçнă.
Учрежденисен çывăхĕнчи территорисене кăçалхи май уйăхĕччен тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас