Пур хыпар та
Новости
31 Мартӑн 2020, 12:30

Ака ĕçĕсене çÿллĕ шайра ирттерме хушу панă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн пĕрремĕш вице-премьерне Андрей Назарова çурхи ака ĕçĕсене тухăçлă ирттерес тĕллевпе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтерме хушу панă. Радий Фаритович сăмахĕсем тăрăх, ака ĕçĕсене çÿллĕ шайра ирттермелле, май пур таран нумайрах тыр-пул акса хăвармалла.

Аса илтеретпĕр, республика правительстви экономикăна аталантарма уйăрнă 15 млрд тенкĕрен 1,8 млрд тенкине АПК предприятийĕсене пулăшнă çĕре ярĕ. Планра – вĕсене ял хуçалăх техникипе тĕрлĕ оборудовани туянма субсиди парасси, минераллă удобренисем, ăратлă выльăх туянса тăкакланнин пĕр пайне саплаштарасси.
Радий Хабиров сахăр песукĕн хакĕ ÿснипе те интересленнĕ. ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун пĕр килограмм сахăрăн хакĕ вăтамран 33 тенкĕпе танлашать. Продукцийĕн хăй хаклăхĕ вара 28 тенкĕ.
- Хаксем ÿснинчен сыхланма çук. Канмалли кунсенче предприятисен склачĕсене çитсе куртăмăр. Суту-илÿ организацийĕсем апат-çимĕçе малтанхи чухлех туянмаççĕ, ажиотаж тени çук. Тавар туянакансем срокĕ хăвăрт тухакан продукци илсе тултарман пулсан юрĕччĕ, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Регион пуçлăхĕ кăçалхи кĕркунне тухăç лайăх пуласса шанса тăнине пĕлтернĕ, пÿлмесенчи паха тыр-пул республикăна пысăк пулăшу парассине палăртнă. Правительство вара аграрисене пур енĕпе те пулăшса пырĕ. Çитес çул республикăри тыр-пул акса ÿстермелли лаптăксем 3 млн гектарпа танлашĕç (иртнĕ çулхинчен 5% нумайрах). План тăрăх, çурхи тырăсене 2 млн гектар акма палăртаççĕ, кĕркуннерен 400 пин гектар (2019 çулхипе танлаштарсан 145 пин гектар ытларах) акса хăварнă. 2020 çулхи çурхи ака ĕçĕсен тăкакĕсем 13,5 млрд тенке кайса ларĕç (иртнĕ çулхинчен 7% нумайрах). Вĕсене саплаштармалли çăлкуçсем - кĕске вăхăтлăха илнĕ кредитсем (пур тăкакăн 40%), продукцие ĕçе кĕртекен предприятисем аванс пани (41%), патшалăх пулăшăвĕ (субсидисем) (9%) .
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас