Раççей Президенчĕ Владимир Путин апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Çурхи призыв вăхăтĕнче çар ретне 135 пин çамрăк тăрĕ.Указра пăлăртнă тăрăх, апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 15-мĕшчен Раççей Федерацийĕн çар ретне тăма юрăхлă 18-27 çулхи 135 пин гражданне салтак атти тăхăнтартĕç. Оборона министрĕ Сергей Шойгу коронавируса пула çурхи призыва пăрахăçласси пирки каламан. Ку таранччен Раççей çарĕнче асăннă инфекци ернĕ тĕслĕхсем пулман. Службăна яриччен пур призывника та SARS-Cov-2 вируса тест партарĕç. Çарпа медицина комиссийĕсене специалистсемпе тата ытти кирлĕ оборудованипе тивĕçтерĕç.
Коронавирус хăвăрт сарăлнине пула Ĕпхÿ хулинче çар службине илмелли вăхăт улшăннă. Призыв комиссийĕн ларăвне апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн ирттерме палăртаççĕ. Пулас салтаксене ятарлă пункта май уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн çеç пуçтарĕç.
- Çарпа медицина комиссийĕ март уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 3-мĕшĕччен ĕçлемест, - палăртнă хула администрацийĕнче.
Надежда РОДИОНОВА.