Пур хыпар та
Новости
1 Апрелӗн 2020, 11:50

Минигали Шаймуратов генерал Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин командирне Минигали Шаймуратов генерал-майора вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ ята пани çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак тахçанах кĕтнĕ хыпара Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хайĕн социаллă сетĕнчи постра пĕлтернĕ:

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин командирне Минигали Шаймуратов генерал-майора вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ ята пани çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак тахçанах кĕтнĕ хыпара Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хайĕн социаллă сетĕнчи постра пĕлтернĕ:
«Паян Раççей Президенчĕ истори тĕрĕслĕхне тавăрнă кун. Эпĕ чăннипех çакăн çинчен шутланă. Нумайăшĕ асăннă ыйтăва пĕрре мар çĕкленĕ, тĕрлĕ инстанцисене çырусем çырнă. 1958 çулта Семен Буденый та патшалăх тÿрисем патне çырса пăхнă, анчах та çирĕп норма требованийĕсене пула ыйтăва кирлĕ пек татса паман...
Эпир мĕн ачаран Минигали Шаймуратов паллă комдив ятне пĕлетпĕр. Унăн биографийĕ ĕненмелле мар пулăмсемпе пуян. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕр киносценарист та туллин çырса кăтартма хăват çитермен пулĕччĕ. Вăл çарти хастарлăхпа, кăсăк та синкерлĕ самантсемпе тулнă. Совет Союзĕн Геройĕсен шучĕпе Шаймуратов генерал дивизине çитекени пулман тесен те йăнăшас çук. Ун пекки Çовет Çарĕн тепĕр икĕ подразделенинче çеç куратăн. Шаймуратов юлашки çапăçу вăхăтĕнче сывă та юлма пултарнă, енчен те дивизи ялавне çăлса хăваракан ушкăнпа пĕрле каялла чакнă пулсан. Анчах та комдив çак утăма туман, ыттисемпе пĕрле тăшмана хирĕç кĕрешме юлнă, паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă... Унăн паттăрлăхне нумай çулсем хушши кирлĕ пек хак паман, мĕншĕн тесен вăл мĕнле вилни çинчен тĕплĕн пĕлмен. Регламент тăрăх вара çакă питĕ пĕлтерĕшле шутланнă.
Халь акă Раççей Президенчĕ Пушкăртстанри тĕрлĕ ăрури çынсем ыйтнине тивĕçтерчĕ. Вăл ятарла указа алă пусса пире кĕтмен те савăнăçлă хыпара пĕлтерчĕ.
«Салаватăн йăх-несĕлĕсем каялла чакма пĕлмеççĕ», - тенĕ Шаймуратов генерал командирсемпе салтаксене атакăна çĕклĕнĕ май. Эпир те нихăçан та чакмастпăр. Ултавлă тăшман умĕнче те, XXI ĕмĕрти эпидеми умĕнче те»
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас