Пур хыпар та
Новости
1 Апрелӗн 2020, 13:35

Раççейре мăшăрлану тата уйрăлу регистрацине вăхăтлăха чарма пултараççĕ

Раççейри Юстици министерстви мăшăрлану тата уйрăлу регистрацине вăхăтлăха чарма сĕннĕ

Раççейри Юстици министерстви мăшăрлану тата уйрăлу регистрацине вăхăтлаха чарма сĕннĕ. Коронавирус чирĕпе çыхăннă мехелсĕр лару-тăру вăхăтĕнче ведомство çак сĕнÿпе РФ субъекчĕсен ертÿçисем патне тухнă.
Маларах мăшăрлану заявленине панă çынсем регистраци кунне каярах (вариант вырăнне - июнь уйăхĕ хыççăн) куçармалла. Енчен те регистраци кунне ниепле те кая куçарма май çук (сайра хутра çеç), йĕркене мăшăрланакан çынсемпе çеç (хăнасене чĕнмесĕр) ирттерме пулĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас