Новости
2 Апрелӗн 2020, 06:50

Владимир Путин ыттисенчен уйрăм ĕçлĕ

Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле Мускаври Коммунарка инфекци больницине кайнисем кашни кун короновируса ( COVID-19) тест параççĕ. Çакăн пирки патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, В.Путин малашне май пур таран уйрăм инçет ĕçлемелли (удаленно) мелпе усă курĕ.

Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле Мускаври Коммунарка инфекци больницине кайнисем кашни кун короновируса ( COVID-19) тест параççĕ. Çакăн пирки патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, В.Путин малашне май пур таран уйрăм инçет ĕçлемелли (удаленно) мелпе усă курĕ. Çак кунсенче Коммунарка больницин тĕп врачĕ Денис Проценко коронавируспа чирлени паллă пулнă. Унпа президент больницăра тĕл пулса калаçнă.
- Президентпа пĕрле Коммунаркăра пулнисем кашни кун коронавируса тест параççĕ. Паллах, Владимир Путин та. Пурте куртăр пулĕ вăл 20 çёршыв саммитне инçетрен хутшăннине. Çак кунсенче Владимир Путин уйрăм ĕçлемелли мелпе анлăн усă курĕ, - тенĕ Песков журналистсене. Кремльте асăрханса ĕçлеççĕ, çавăнпа та тĕрлĕ ыйтусене татса панă чухне ытларах дистанциллĕ мелпе усă кураççĕ.
Кремльтисем Проценкăна хăвăртрах сывалма сĕннĕ. Журналистсем «Президент килес умĕн тĕп врач коронавируса тест панă-и?» тесе ыйтсан Дмитрий Песков: «Проценко Путин килесси çинчен пĕмен» тесе хуравланă.
Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне Раççейĕпе коронавируспа 2777 çын чирленĕ. Вĕсене 75 регионта тупса палăртнă. Вилнисен шучĕ 24 çынпа танлашать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас